Чӑваш Республикинче эпизооти лару-тӑвӑвне йӗркелесе тӑрас, республикӑна сыснасен Африка мурӗ тата кайӑк грипӗ ан килччӗр тесе харӑсах темиҫе ӗҫ пурнӑҫлаҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн экологипе ҫутҫанталӑк ресурсӗсен министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, кайӑк-кӗшӗк грипӗнчен сыхланас тӗллевпе республикӑри сунарҫӑсемпе пулӑҫсен пӗрлӗхӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти сунар хуҫалӑхӗнче 14 улакурака персе антарнӑ. Ҫак кайӑксен юнне илсе лабораторие тӗрӗслевсем ирттерме ярса панӑ.
Унсӑр пуҫне эпизооти лару-тӑрӑвне кирлӗ пек тытса тӑрас тӗллевпе Чӑваш Енре юлашки пилӗк уйӑхра 700-е яхӑн тилле тата 21 кашкӑра тӗп тунӑ.
Сыснасен Африка мурӗ те самаях калаҫтарать. Унран сыхланса республикӑра нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне 56 хир сыснине тытнӑ.
Чӑваш Енри шкулсенчи хӑрушсӑрлӑха кам шучӗпе тивӗҫтерӗҫ? «Идель.Реалии» сайтра Алексей Глухов право хуралҫи ҫак ыйту тавра пуҫ ватнӑ.
Чӑваш Енри шкулсенче хӑрушсӑрлӑх енӗпе ҫине тӑрсарах ӗҫлеме пуҫласшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ.
«Мана, шкул ачин ашшӗне, хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗ тӳре-шараран сахал мар пӑшӑрхантарать», — тесе ҫырнӑ вӑл.
Алексей Глуховӑн ывӑлӗ вӗренекен Ҫӗнӗ Шупашкарти шкулта «куҫа курӑнакан хӑрушсӑрлӑх япалисенчен» вахтер тата ватӑ хуралҫӑ пур иккен. Хуралҫӑ тытса тӑма ашшӗ-амӑшӗ «хӑйӗн ирӗкӗпе» темиҫе ҫӗр тенкӗ укҫа уйӑрать-мӗн.
Статьяна пӗтӗмӗшле кӗскен тишкерсен, право хуралҫи тата юрист шкулсенчи хӑрушсӑрлӑха ашшӗ-амӑшӗн шучӗпе тивӗҫтернине ырламанни сисӗнет.
Ҫӗнӗ Шупашкар пики Лана Прусакова Хӗллехи Олимп вӑййине хутшӑнма тивӗҫрӗ. Вӑл слоупстайл дисциплинӑра паян ирпе ӑмӑртнӑ. Лана Олимп вӑййисене пуҫласа хутшӑннине те палӑртмалла. Аса илтерер, ӑсталӑхне Л. Прусакова Никита Васильев тренер патӗнче туптать. Тренер та спортменкӑпа Пхенчхана кайнӑ.
Паян ирпе иртнӗ квалификаци ӑмӑртӑвӗнче ентешӗмӗре финала лекме май килмен. Ҫав вӑхӑтрах Раҫҫей фристайлистки Анастасия Таталина саккӑрмӗш кӑтартупа финала кӗрейнӗ. Пирӗн Лана Прусаковӑн кӑтартӑвӗ — 14-мӗш. Финала вара 12 спортсмен ҫеҫ лекейрет.
Швецинчи Эмма Дальстрём чи пысӑк балл — 91,40 — пухнӑ, Норвегинчи Тириль Шостад Кристиансенӑн — 89,00, ҫав ҫӗршыври Юханне Киллин — 87,80.
Ҫӗнӗ Шупашкар администрацийӗн экс-пуҫлӑхӗ Олег Бирюков тӗлӗшпе йышӑннӑ айӑплава Чӑваш Ен Аслӑ сучӗ ҫемҫетнӗ. Суд приговорӗ вӑя кӗнӗ.
Аса илтерер: 2015-2016 ҫулсенче экс-пуҫлӑх пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен пай пуҫлӑхӗнчен 2,7 миллион ытла тенке (вӑл кӳнӗ тӑкака) шыраса илтермен. Пай пуҫлӑхне вара унччен должноҫпа ытлашши усӑ курнӑшӑн айӑпланӑ пулнӑ, анчах вӑл Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 70 ҫул ҫитнӗ ятпа амнистие лекнӗ. Хайхискер пурлӑха, 686 пин тенкӗ ытла тӑраканскере, арестран кӑларнӑ.
2016 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Олег Бирюков отставкӑна кайсан ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Приговора вара пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче вуланӑ. Ун чухне ӑна влаҫ органӗсенче 2 ҫул ӗҫлемелле мар тунӑччӗ. Халӗ вара приговор ҫемҫелнӗ: унӑн ҫакнашкал должноҫсенче пӗр ҫул ҫурӑ ӗҫлеме юрамасть.
Шупашкарти аэропорт техника енчен пуянлансах пырать. Иртнӗ ҫул вӗҫӗнче унта амбулифт туяннӑччӗ. Ҫак хатӗр урапапа ҫӳрекен сусӑрсене самолета лартма тата антарма кирлӗ. Ӑна Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗлтӗр иртнӗ сусӑрсен Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртӑвне килнӗ спортсменпа сиксе тухнӑ пӑтӑрмах хыҫҫӑн туянма йышӑннӑччӗ. Шупашкарти аэропорт пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче амбулифт туянассине иртнӗ ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви пӗлтернӗччӗ. Оборудовани Шупашкара раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче килсе ҫитнӗччӗ.
Шупашкарти аэропортра халӗ тата пассажир трапӗ туяннӑ. Ҫӗнӗ хыпара паян пӗлтернӗ. Ку оборудовани те — самолетпа вӗҫме кӑмӑллакансене меллӗ пултӑр тесе илнӗ япала.
Ыран, нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, «Раҫҫей 1» телеканалпа Олимп вӑййисенче иртекен слоупстайл ӑмӑртӑвне кӑтартӗҫ. Вӑл 3 сехет ҫурӑра пуҫланӗ. Финал вара ирхи 6 сехет ҫурӑра иртӗ.
Пирӗн ентеш, Ҫӗнӗ Шупашкар пики Лана Прусакова, ски-слоупстайл дисциплинӑра ӑмӑртӗ. Вӑл Олимп вӑййисене пуҫласа хутшӑнать. Лана Никита Васильев тренер патӗнче ӑсталӑхне туптать. Вӑл та спортменкӑпа пӗрле Пхенчхана кайнӑ.
Ҫак кунах Татьяна Акимова биатлонистка масс-старта хутшӑнать. Аса илтерер: вӑл унчченхи ӑмӑртура 15-мӗш пулнӑ. Масс-старта «Россия 1» телеканалпа нарӑсӑн 17-мӗшӗнче 14 сехет те 15 минутра курма пулать.
Ыран, нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Чӑваш Енри пилӗк сыватӑш Уҫӑ алӑксен кунне ирттерет. Хальхинче пациентсене Шупашкар хулинчи 2-мӗш ача-пӑча пульници, Республикӑри наркологи диспансерӗ, Республикӑри кардиологи диспансерӗ, Шупашкар хулинчи стоматологи поликлиники тата 1-мӗш клиника пульници йышӑнӗҫ.
Наркологи диспансерӗн специалисчӗсем халӑха Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта тата Ҫӗмӗрлере консультаци парӗҫ. Шӑл тухтӑрӗсем ҫынсене тӗп хулари 2-мӗш тата 7-мӗш поликлиникӑсенче йышӑнма палӑртнӑ. 1-мӗш клиника пульницинче пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗсенчен тата ытти врачран сӗнӳ-канаш ыйтма май пулӗ. 2-мӗш ача-пӑча больницинче вара педиатр, невролог, офтальмолог, кардиолог тата отоларинголог медицина пулӑшӑвӗ парӗҫ.
Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов юрлама та пултарать. Унӑн ҫакӑн пек пултарулӑхӗпе паллаштаракан видеона тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче вырнаҫтарнӑччӗ-ха. Ҫак кунсенче вара Владимир Николаевич Ҫӗнӗ Шупашкарти сцена ҫине тухнӑ. Пӗччен мар. «Ҫеҫпӗл» ансамбльпе.
Нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта «Любовь к Родине начинается с семьи» (чӑв. Тӑван ҫӗршыва юратасси ҫемьерен пуҫланать) концерт иртнӗ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗн кӑҫалхи стипендиачӗсене, хулари хастар нимеҫӗсене, амӑш укҫине тивӗҫнӗ ҫемьесене чысланӑ.
Вӗсене чыслама пуҫличчен ЧР сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов, Ҫӗнӗ Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Олег Матвеев тата Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ольга Чепрасова сӑмах каланӑ. Уява тӗрлӗ ушкӑнсен концерт программи илемлетнӗ.
Красноармейски районӗнче ача пахчисенчен пӗрне хупса хунӑ. Анчах яланлӑхах мар. Ҫивӗч респираторлӑ вирус инфекцийӗ лӑпланиччен. Эпидемиологи тухтӑрӗсем шӑпӑрлансем пӗри хыҫҫӑн тепри чирленӗ хыҫҫӑн ача пахчине хупма йышӑннӑ.
Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче те чирлекенсем йышлӑ. Ҫавна пулах темиҫе шкулти хӑш-пӗр класра вӗрентмеҫҫӗ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби хӑйсен сайтӗнче нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗ тӗлнехи лару-тӑрӑва илсе кӑтартнӑ. Унта пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти виҫӗ шкулти виҫӗ класа хупнӑ, Ҫӗнӗ Шупашкарта — пилӗк шкулти вунпӗр класа.
Пневмонипе чирлекенсене иртнӗ эрнере 233 тӗслӗх шута илнӗ. Унчченхи эрнеринчен ҫак цифра 9,3 процент пӗчӗкрех иккен. Пневмонипе чирлекенсенчен 47,2 проценчӗ — ачасем.
Ҫӗнӗ Шупашкарта тухса тӑракан «Грани» хаҫатӑн журналисчӗ Ирина Павлова Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн фончӗ «Чӑнлӑхпа тӗрӗслӗх» ятпа ирттернӗ конкурсра ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн информполитика министерстви хыпарлать.
Журналистсен пултарулӑх тупӑшӑвне 2500 ҫын 5500 ӗҫ ярса панӑ, вӗсенчен 350-шне тӳресем ҫӗнтерӳҫӗ пек палӑртнӑ. Хӑйсен статйисенче журналистсем пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тытӑмӗнчи ҫивӗч ыйтусене хускатнӑ, коррупци, патшалӑх пулӑшӑвӗсен пахалӑхӗ, ҫул-йӗр ҫинчи хӑрушлӑх пирки ҫырнӑ.
Палӑртса хӑвармалла, ҫӗнтерӳҫӗсене Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн медиафорумӗнче чыслӗҫ, укҫан премипе хавхалантарӗҫ. Унсӑр пуҫне форум вӑхӑтӗнче журналистсем калаҫусене хутшӑнӗҫ, массӑллӑ информаци хатӗрӗсен тӗп редакторӗсемпе, тӳре-шарапа тӗл пулӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |